589 | Ҫумӑр умӗн ыйхӑ пусать. | Юр — Ҫумӑр |
590 | Ҫумӑр хыҫҫӑн сунчӑк кирлӗ мар. | Юр — Ҫумӑр |
591 | Ҫумӑр чукмар мар, пилӗкрен ҫапса хуҫас ҫук. | Юр — Ҫумӑр |
592 | Ҫумӑра хирӗҫ тӑракан лаша ҫунатлӑ. | Юр — Ҫумӑр |
593 | Ҫумӑрӗ пулсан кӑмпасем те шӑтӗҫ. | Юр — Ҫумӑр |
595 | Ҫумӑрпа йӗпенни хӗвелпе типет. | Юр — Ҫумӑр |
596 | Ҫумӑрта кайӑк та шеп ларать. | Юр — Ҫумӑр |
597 | Ҫумӑртан тарса шыва сикмеҫҫӗ. | Юр — Ҫумӑр |
485 | Ҫунакан вутта улӑмпа пусарса сӳнтереймӗн. | Вут — Шыв |
486 | Ҫунан вутта ҫу ан сап. | Вут — Шыв |
683 | Ҫуранлӑ тӑман ҫул шӑлать, учӗ маттур та ҫул илет. | Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил |
684 | Ҫурӑкран кӗрекен ҫил усал пулать. | Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил |
487 | Талӑкра ҫичӗ хут шыва кӗрет шыв. | Вут — Шыв |
488 | Тӑрӑ шыв аякка каять, пӑтранчӑкӗ тӗпне юлать теҫҫӗ. | Вут — Шыв |
642 | Тинес эрлӗхне этем чунӗ ӑнланмасть. | Тинӗс — Кӳлӗ |
632 | Тинӗс аслӑ — типес ҫук, халӑх вӑйлӑ — пӗтес ҫук. | Тинӗс — Кӳлӗ |
633 | Тинӗс пулӑшӑн хуйхӑрмасть. | Тинӗс — Кӳлӗ |
636 | Тинӗс ҫинчи ҫын шыв ҫинче пулсан та шывсӑр типсе вилнӗ тет. | Тинӗс — Кӳлӗ |
634 | Тинӗс те пӑтранмасӑр тӑмасть. | Тинӗс — Кӳлӗ |
635 | Тинӗс тилхепи Турӑ аллинче. | Тинӗс — Кӳлӗ |
637 | Тинӗс хумсӑр мар, халӑх халсӑр мар. | Тинӗс — Кӳлӗ |
638 | Тинӗс шавӗ пӗр тӗрлӗ, халӑх шавӗ ҫӗр тӗрлӗ. | Тинӗс — Кӳлӗ |
639 | Тинӗс шывӗ куҫҫульпе хутӑш. | Тинӗс — Кӳлӗ |
640 | Тинӗс шывне кашӑкпа виҫеймӗн. | Тинӗс — Кӳлӗ |
641 | Тинӗс шывсӑр мар, вӑрҫӑ юнсӑр мар. | Тинӗс — Кӳлӗ |
643 | Тинӗс яланах тинӗс. | Тинӗс — Кӳлӗ |
644 | Тинӗсе тӑвар сапса типӗтеймӗн. | Тинӗс — Кӳлӗ |
645 | Тинӗсе тӑвӑл ҫӗклет, халӑха сӑмах ҫӗклет. | Тинӗс — Кӳлӗ |
646 | Тинӗсӗн юпи ҫук, сӑмахӑн хуҫи ҫук. | Тинӗс — Кӳлӗ |
647 | Тинӗспе тинӗс пӗлӗт урлӑ тӗл пулать. | Тинӗс — Кӳлӗ |
648 | Тинӗсрен пӗр курка шыв ӑсса илнипе тинӗс типес ҫук. | Тинӗс — Кӳлӗ |
649 | Тинӗсри телей ҫилпе ҫӳрет. | Тинӗс — Кӳлӗ |
685 | Тусем, чулсем ҫилпе ҫӗмӗрлет теҫҫӗ. | Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил |
686 | Тӳлек ҫанталӑкра пулӑ кӗрет. | Лӑпкӑ ҫил — Ҫавра ҫил |
190 | Уйӑх ӑшши — инке арӑм ӑшши. | Хӗвел — Уйӑх |
191 | Уйӑх ӑшши те пӗр килмест. | Хӗвел — Уйӑх |
193 | Уйӑх витер уй курӑнать. | Хӗвел — Уйӑх |
192 | Уйӑх витӗр ҫул курӑнать. | Хӗвел — Уйӑх |
194 | Уйӑх йӗтем пысӑккӑшӗ тенӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
195 | Уйӑх кӗл те, укҫа туса сутма ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
196 | Уйӑх кукри ҫич кукӑр. | Хӗвел — Уйӑх |
197 | Уйӑх пек сивӗ ан пул, хӗвел пек ӑшӑ пул. | Хӗвел — Уйӑх |
198 | Уйӑх пулмасан ҫӑлтӑрсем ҫутӑрах. | Хӗвел — Уйӑх |
199 | Уйӑх пур та, ҫутти ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
201 | Уйӑх ҫинче Уйӑхпи пурӑнать теҫҫӗ. | Хӗвел — Уйӑх |
200 | Уйӑх ҫиччӗшӗнче ваттисене асӑнмашкӑн аван. | Хӗвел — Уйӑх |
202 | Уйӑх ҫук тесе хӗвел вӑхӑтсӑр тухас ҫук. | Хӗвел — Уйӑх |
203 | Уйӑх ҫути пур ҫинче ҫӑлтӑрсем те кирлех мар. | Хӗвел — Уйӑх |
204 | Уйӑх ҫутинче уй та сарлакан курӑнать. | Хӗвел — Уйӑх |
206 | Уйӑх ҫутипе нумаях ҫутӑллӑ пулаймӑн. | Хӗвел — Уйӑх |